Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫак ҫемьене калама ҫук пысӑк инкек пырса ҫапнӑ. Инкек пӗччен ҫӳремест теҫҫӗ те... Маларах ҫемье тӑваттӑри ывӑлне пытарнӑ. Халӗ, ав, кил хуҫине — ачан ашшӗне, ҫынна астумасӑр вӗлернӗ тесе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе прокурор ҫирӗплетнӗ. Ӗҫе суда ярса парӗҫ.
Аса илтерер: инкек кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Пӗчӗк ывӑлне кабинӑна лартса ашшӗ хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Тӑвалла хӑпарнӑ чух арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те пӗчӗкскерӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Ачан ашшӗне РФ Пуҫиле кодексӗн 109 статйипе айӑпласшӑн.
Леонид Волков экс-полпред Чӑваш Ен хыснинчен укҫа шыраса илмӗ. Хӑйӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫаричченех, 2015 ҫулта, вӑл хӑйӗн премине тавӑрса панӑ. Ытлашшипех. Ҫакӑн пирки вӑл «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата паян пӗлтернӗ. Экс-полпред преми илсе чӑнах та йӑнӑшрӑм, хыснана тӑкак кӳтӗм пуль тесе шухӑшланӑран ҫапла тунӑ. Хӑйӗнчен шыраса илес тенинчен миллион тенкӗ ытларах куҫарса панӑ.
Ӗнер Леонид Волкова суд тинех ирӗке кӑларнӑ. Экс-полпред тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе вара чарса лартнӑ, Леонид Волкова 40 пин тенкӗ штраф панипе ҫырлахнӑ.
Бюджета ытлашшипех тавӑрса панӑ укҫана экс-полпред шыраса илесшӗн мар. «Эпӗ укҫашӑн ҫунакан ҫын мар. Чӑваш Ен вара дотацилле республика. Следстви вӑхӑтӗнче ҫавна темиҫе те палӑртрӗҫ. Нихҫан сӳнми ҫулӑм палӑк патне хума гвоздика туянса Чӑваш Ен хыснине самай тӑкак кӳнӗ терӗҫ. Ҫавна пулах ӗҫе Мускава парасшӑн марччӗ. Эпӗ ытлашшипех тӳленӗ укҫа республика хыснине пулӑшни пулчӗ тесе шутлӑпӑр», — тенӗ Леонид Волков.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волкова ирӗке кӑларнӑ. Ку хыпара эпир халь ҫеҫ илтрӗмӗр.
Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса преми илнӗ тесе айӑпласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Ӗҫе Шупашкарта тишкересшӗнччӗ, анчах каярах Мускава куҫарма май килнӗ-килнех. Ҫапла тума Леонид Волковпа унӑн хӳтӗлевҫи ҫине тӑнӑ. Вӗсем кунти суда шанман.
Леонид Волков следстви изоляторӗнче чылайранпа ларчӗ. Полпредпа ҫыхӑннӑ суд ларӑвӗсене Тимӗр Акташ Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла пайӗнче хыпарласах тӑнӑччӗ-ха. Вӑл хальхинче те пӗлтерессе шанатпӑр.
Паян эпир экс-полпреда ирӗке кӑларнине илтрӗмӗр. Те следстви изоляторӗнчен ирӗке кӑларнӑ, те айӑплӑ мар тесе йышӑннӑ. Ҫак самантра тӗплӗн калаймӑпӑр.
Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр ылмашӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче вӑл Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пырса тивнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ Александр Ефремов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Александр Ефремова вӑрман касма ирӗк панӑ чухне саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑха вӑл 22 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.
Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама паянтан Николай Косулина шаннӑ. Ҫак ведомствӑра Николай Николаевич министр ҫумӗ пулса тӑрӑшать.
Канаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын 28-ти хӗрарӑма балконтан урама пӑрахнӑ. Пӑтӑрмах нумай хваттерлӗ ҫуртри тӑваттӑмӗш хутра пулса иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Айӑплине суд 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи тавлашу кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашра сиксе тухнӑ. Арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Унта 29-ти хӗр пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫнӗ чух иккӗшӗ тавлашса кайнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын та. Хӗрарӑма вӑл йӑтса илнӗ те балконтан пенӗ. Пӑрлӑ тротуар ҫине ӳксе лешӗ пуҫне, ҫурӑм шӑммине, кӑкӑр шӑммине суранлатнӑ. Шар курни пульницӑра вӑрах сипленнӗ. Апла пулин те тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман — хӗр ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куҫне хупнӑ.
Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятин пуҫлӑхне организаци укҫине пытарнӑшӑн айӑпланӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ
Парӑма тӳлес мар тесе хайхи ҫын 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен тапаҫланнӑ. Ҫав вӑхӑтра организацин налук тата ытти тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Апла пулин те пуҫлӑх парӑма тӳлесе татас вырӑнне ытти контрагента куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курман вӑл.
Тӗпчевҫӗсем тата Ҫӗмӗрле район сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатнӑ. Халӗ пуҫлӑха суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑплама пултараҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн икӗ статйипе ята кӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ; иккӗмӗшӗнчен, ӗҫлӗ хута пӑсса, хӑйне кирлӗ пек тӳрлетнӗ теҫҫӗ.
Ӗҫсене РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем тата Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫ районӗнчи пайӗнче тӑрӑшакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тӑванӗн Ҫирӗклӗре ҫӗр пур тесе суя хут хатӗрленӗ. Ҫав документа лешӗ Росреестра йӑтса кайса пурлӑха хӑй ячӗпе регистрацилеттернӗ.
Шупашкарта канализаци ҫӑлне пӗчӗк ача кӗрсе ӳкнӗ. Ҫулталӑк та 10 уйӑхрискер урама амӑшӗпе тухнӑ. Асли хыҫҫӑн утса пыраканскер канализаци ҫӑлне, 3 метр тарӑнӑшне, персе аннӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ уйӑхрах, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ.
Халӗ ҫав тӗслӗхпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ача уҫӑ канализаци ҫӑлне персе аннӑшӑн «Водоканал» предприятин ӗҫченне айӑпласшӑн.
Алькешра ҫав организаци канализаци пӑрӑхне тасатнӑ. Болгарстрой урамӗнчи 7-мӗш ҫурт патӗнчи ҫӑла иртен-ҫӳрен кӗрсе ӳкесрен хупламан. Инкешӗн предприятин ӗҫченӗсенчен пӗри яваплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн пӗр статйипе ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑмпа 51 ҫулти арҫын пӗр этеме тӑн кӗртес тенӗ. Тӑн кӑна мар-ха, тавӑрас шухӑшлӑскерсем ӑна леш тӗнченех ӑсатнӑ.
Пӑтӑрмахӗ нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрнере пулса иртнӗ. Арҫынпа хӗрарӑм хулара пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хваттерне пырса кӗнӗ. Хайхискерне ҫавсем «УАЗ» машинӑна лартса хуларан илсе тухнӑ. Ҫын ҫӳремен вырӑнта ӑна вӗсем ҫавӑнта тупнӑ пӑралукпа пӑвса вӗлернӗ. Лешӗ сывлама пӑрахсан вырӑнтан хускалса кайнӑ. Ҫакӑ вӑл тавӑру пулнӑ. Шар курнӑ арҫын хӗрарӑма маларах пусмӑрланӑ-мӗн.
Вӑйпитти ҫухални пирки тӑванӗсем йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Арҫын виллине ака уйӑхӗнче, юр ирӗлсен, тупнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 13 ҫуллӑха, арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 14 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе присяжнӑй заседательсем пӑхса тухнӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ачине вӗлернӗ тесе шухӑшланине маларах эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, пӑтармах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана вӗлернине амӑш йышӑннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра унӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ.
Хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла мунчара ҫӑмӑлланнӑ. Унтан вӑл хӗрачана полиэтилен хутаҫа чиксе ҫыхса лартнӑ та шыв пухӑнмалли шӑтӑка пытарнӑ. Ҫапла вара пӗчӗкскер чыхӑнса вилнӗ.
Ку пӑтӑрмах ҫиеле тухмасан та пултарнӑ. Анчах вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем вара хӗрарӑм нумаях пулмасть ача ҫуратма пултарнӑ тесе ӑнланнӑран йӗрке хуралҫисене систернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |